Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -11.7 °C
Туман тиха пилӗкне ан хуҫ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ: 6510]
 

Аттил Алексей Васильевич

Аттил (чӑн хушамачӗ Никитин) Алексей Васильевич — чӑваш сӑвӑҫи. 1943 ҫулхи акан 4-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Кивӗ Ахпӳртре ҫуралнӑ. 1979 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗнче ҫав ялтах вилнӗ.

Кунҫул

Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче пӗлӳ пухнӑ. Шкулта ачасене вӗрентнӗ. Чӑвашрадион халӑхпа политика кӑларӑмӗсен редакторӗ пулнӑ.

Пултарулӑх

Сӑввисене хаҫатсемпе журналсенче пичӗтленӗ. Ҫавӑн пекех сӑвӑ пуххисенче кун ҫути курнӑ.

Унӑн хайлавӗсем ҫак кӗнекесене кӗнӗ:

  • «Виҫӗ хӗлӗх» (сӑвӑ пуххи, 1971),
  • «Хӗвел пайӑрки» (сӑвӑ пуххи, 1981),
  • «Илем» (1985).

Ҫавӑн пекех пӑхӑр


 
Категорисем: Алексей Аттил
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Agabazar тӳрлетнӗ, информацие 2025-12-12 16:27:43 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 9281 хут пӑхнӑ. Ку страницӑна Администраторсем тӗрӗслемен. Тӳрлетӳсем ҫухалма пултараҫҫӗ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем